Чувашский государственный педагогический
университет им. И. Я. Яковлева

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ
Контактная информация:
тел. (8352) 22-21-47
г. Чебоксары, ул. К. Маркса, 38
Войти Регистрация
Закрыть
Логин:
Пароль: (Забыли?)
Войти через OpenID
Новости

Сведения об образовательной организации

Доступная среда: Условия для обучения инвалидов и лиц с ограниченными возможностями здоровья Факультеты Общеуниверситетские кафедры История ЧГПУ

Довузовская подготовка

Образовательная деятельность

Центр дополнительного образования

Наука и инновации

Научная библиотека

Воспитательная деятельность

Отчеты Центр «ИПСО» Центр добровольной сертификации педагогических кадров

Профсоюзная организация работников

Профсоюзная организация обучающихся Охрана труда Санаторий-профилакторий «Мечта» Cтоловая «Сарпике» Агробиологическая станция Контакты/Телефонный справочник Реквизиты ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Брендбук ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Архив баннеров Часто задаваемые вопросы Анкета обратной связи
Министерство просвещения Российской Федерации

Российский союз ректоров

Российский союз проректоров

Совет проректоров

УПОЛНОМОЧЕННЫЙ ПО ПРАВАМ СТУДЕНТОВ

Партнеры ЧГПУ





Портал государственных услуг Российской Федерации

Комплексная безопасноть
» Календарь
«    Июнь 2021    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
» Архивы
Июнь 2021 (86)
Май 2021 (131)
Апрель 2021 (220)
Март 2021 (213)
Февраль 2021 (159)
Январь 2021 (150)
» Контакты
Главный корпус ЧГПУ

Адрес: 428000, Чувашская Республика, г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38
Карта проезда

Телефон приемной ректора:
(8352) 22-21-47
E-mail: rektorat@chgpu.edu.ru
Отдел по связям
с общественностью


Адрес: г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38 (каб. 103)
Карта проезда

Тел.: (8352) 22-28-85
E-mail: chgpu21@mail.ru
Отправить сообщение

Главная страница » Новости » Çĕршыв хăватне çĕклес тесе тăрăшрăм
Çĕршыв хăватне çĕклес тесе тăрăшрăм
Дата: 5 октября 2020, 16:16 | Категория: Новости
Çĕршыв хăватне çĕклес тесе тăрăшрăм Чăваш патшалăх педагогика университечĕ учительсене хатĕрлекен тĕп вĕрентÿ лаççи шутланать. Чăваш енри сумлă аслă шкул уçăлнăранпа кăçал 90 çул çитрĕ. Кунта çак чаплă уява халалласа ырă та пархатарлă ĕç-пуç чылай туса ирттерчĕç.
Чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнчи 1-мĕш курс студенчĕсем те факультетăн пуян историйĕпе, çакăнта хăй вăхăтĕнче ăс пухса пултарулăх çуначĕсене сарма пултарнă паллă чăваш çыравçисемпе, вĕсен курăмлă та паха еткерĕпе, асăннă факультета 1967 çулта вĕренсе пĕтернĕ хастар чун-чĕреллĕ ăсчах-вĕрентÿçĕн, Александр Иванович Мефодьевăн, кун-çул утăмĕсемпе те савăнсах паллашрĕç.
Тĕл пулу уявне чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн деканĕ Т.В. Денисова уçрĕ, вăл пурне те университетăн çуралнă кунĕ ячĕпе ăш-пиллĕн саламларĕ, Александр Ивановича чун-чĕререн тав турĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Ун хыççăн О.В. Скворцова доцент сăмах илчĕ. Вăл пухăннисене аслă шкулпа тата факультетăн кăсăклă кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ, чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ çулсенчех çырма пуçланă, каярахпа паллă чăваш çыравçисем пулса тăнă мухтавлă поэт-писательсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Студентсем А. Алга, Илпек Микулайĕ, Х. Уяр, Н. Терентьев, В. Давыдов-Анатри, Ю. Скворцов, С. Юшков, В. Игнатьев, Юхма Мишши, В. Станьял тата ытти пултаруллă сăмах ăстисем çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç. Унпа пĕрлех О.В. Скворцова А.И. Мефодьевăн чи курăмлă пурнăç саманчĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Кĕçех Александр Ивановича хăйне те сăмах пачĕç. Чаплă хăнан интереслĕ аса илĕвĕсем пурин чунне те тыткăнлама пултарчĕç. 1-мĕш курс студенчĕсем те парăмра юлмарĕç, вĕсем савăнсах Сантăр Аксар çырнă сăвăсене янраттарчĕç.
Ольга Владимировна çамрăк хĕр упраçа хисеплĕ вĕрентекенĕмĕрен ыр сунăвне тата унăн сăваплă сăмахĕсене яланах асра тытма сĕнчĕ: «Пурнăçра яланах пĕр тĕллевпе, пĕр ĕмĕтпе пурăнтăм. Хама çуратнă халăхăма мĕн чухлĕ те пулин ырă тăвас, унăн чĕлхипе сăмахлăхне, йăли-йĕркине малалла кайма май парас, мухтавлă çутавçăмăр И.Я. Яковлев пуçарнă «чăваш ĕçне» çĕнĕ пахалăхлă пусăма çĕкленме пулăшас тесе тăрăшрăм».


Александр Иванович Мефодьев – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1984), доцент (1993), Раççей çыравçисен (1992) тата журналисчĕсен Союзĕсен членĕ (1958), Трубина Мархви ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ (1998), Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2000), поэт, тăлмачă.
Патăрьел çĕрĕн сипетлĕхĕпе ÿссе çитĕннĕ, Йĕпреç енĕн тараватлăхĕпе шурă Шупашкарăн илпеклĕхне ăша хывнă Александр Ивановичăн аслă шкулпа факультет аталанăвĕшĕн тунă ĕçĕсем вышкайсăр пысăк. Вăл мĕн ачаран Тăван çĕршывшăн юрăхлă те усăллă çын пулас тесе ĕмĕтленнĕ. Çак ăнтăлу ăна Еншикри шкултах литературăпа хор кружокне илсе çитернĕ, Шăнкăртамра пултарулăх туртăмне малалла амаланма пулăшнă, каярахпа вара Патăрьелĕнчи тата Йĕпреçри хаçатсен редакцийĕсенче, Шупашкарти культура пайĕнче, «Хатĕр пул» журнал анинче туптанма хистенĕ. 1992 çултан пуçласа вара А.И. Мефодьев хăйĕн шăпине Чăваш енри чи пирвайхи аслă шкулпа тÿрремĕнех çыхăнтарнă. Вăл студентсене тăван литература историйĕпе сăмахлăхне, чăваш ача-пăча литературине вĕрентме тытăннă. 1998-2004 çулсенче çĕнĕрен уçăлнă чăваш филологи факультетне декан пулса ертсе пынă. Ун хыççăн тата малалла та çамрăк яш-кĕрĕме ăс панă. Кунпа пĕрлех вăл студентсен «Хунав» литература пĕрлешĕвне те ертсе пынă, тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕсем те – «Пафос труда: рабочий класс в современной чувашской прозе», «А. Талвир. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен», «Тĕрĕк халăхĕсен литератури», «Тĕнче пуриншĕн те пĕрре», «Чăваш ача-пăча литератури» –пичетлесех тăнă. Чăваш литератури историйĕн аталанăвĕшĕн вĕсем питех те пĕлтерĕшлĕ.
РОССИЙСКОЕ ОБРАЗОВАНИЕ ФЕДЕРАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ  ОБЩЕРОССИЙСКИЙ ПРОФСОЮЗ ОБРАЗОВАНИЯ  Министерство науки и высшего образования Российской Федерации  Министерство просвещения Российской Федерации  Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики