Чувашский государственный педагогический
университет им. И. Я. Яковлева

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ
Контактная информация:
тел. (8352) 22-21-47
г. Чебоксары, ул. К. Маркса, 38
Войти Регистрация
Закрыть
Логин:
Пароль: (Забыли?)
Войти через OpenID
Новости

Сведения об образовательной организации

Условия для обучения инвалидов и лиц с ограниченными возможностями здоровья Факультеты Общеуниверситетские кафедры История ЧГПУ

Довузовская подготовка

Образовательная деятельность

Центр дополнительного образования

Наука и инновации

Научная библиотека

Воспитательная деятельность

Отчеты Центр «ИПСО» Центр добровольной сертификации педагогических кадров Локальный центр тестирования иностранных граждан

Профсоюзная организация работников

Профсоюзная организация обучающихся Охрана труда Санаторий-профилакторий «Мечта» Cтоловая «Сарпике» Агробиологическая станция Телефонный справочник Контакты Архив баннеров
Педагогическое собрание

Российский союз ректоров

Российский союз проректоров

Совет проректоров

УПОЛНОМОЧЕННЫЙ ПО ПРАВАМ СТУДЕНТОВ

Партнеры ЧГПУ





Портал государственных услуг Российской Федерации

Комплексная безопасноть
» Календарь
«    Январь 2019    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
» Архивы
Январь 2019 (15)
Декабрь 2018 (92)
Ноябрь 2018 (106)
Октябрь 2018 (147)
Сентябрь 2018 (118)
Август 2018 (74)
» Контакты
Главный корпус ЧГПУ

Адрес: 428000, Чувашская Республика, г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38
Карта проезда

Телефон приемной ректора:
(8352) 22-21-47
E-mail: rektorat@chgpu.edu.ru
Отдел по связям
с общественностью


Адрес: г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38 (каб. 103)
Карта проезда

Тел.: (8352) 22-28-85
E-mail: chgpu21@mail.ru
Отправить сообщение

Главная страница » Об университете (на чувашском)
Об университете (на чувашском)

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çинчен пĕтĕмĕшле калакан сведенисем

 

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ 1930-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче уçăлнă. Уçăлнăранпа вара Аслă шкул 52 пин ытла специалист хатĕрлесе çитернĕ.

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ – хальхи саманапа килĕшÿллĕ пыракан аслă шкул, регионăн экономика отраслĕн никĕсне тивĕçтерекен компетентлă кадрсене тĕллевлĕ хатĕрлекен регионаллă инноваци аталанăвĕн центрĕ.

Хальхи вăхăтра кадрсене хатĕрлесси 129 тĕп вĕрентÿ программипе 10 пĕр тĕллевлĕ ушкăн шалашĕнче пулса пырать. Пахалăхлă вĕрентÿпе 249 пысăк квалификациллĕ специалист тивĕçтереççĕ, вĕсенчен 34-шĕ ăслăлăх докторĕ, профессор, 193-шĕ ăслăлăх кандидачĕ, доцент.

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ – Раççей Федерацийĕн ăслăлăх тата аслă пĕлÿ министерстви ирттерекен мониторинг пĕтĕмлетĕвĕн çичĕ кăтартăвне те пурнăçлама пултарнă эффективлă аслă шкул.

Хальхи вăхăтра ЧППУра 5500 ытла студент аслă пĕлÿ пухать. 249 штатлă вĕрентекен вăй хурать, вĕсенчен 227 вĕрентекенĕ ăслăлăх степенĕпе ăслăлăх ятне тивĕçнĕ, çак шутра 34 ăслăлăх докторĕ, профессор, 193 ăслăлăх кандидачĕ, доцент. Вĕрентÿ ĕçне 10 факультет (физикăпа математика факультечĕ, ют чĕлхесен факультечĕ, ÿнерпе музыка факультечĕ, психологипе педагогика факультечĕ, çут çанталăкпа ăслăлăх вĕрентĕвĕн факультечĕ, шкул çулне çитменнисен тата коррекци педагогикипе психологийĕн факультечĕ, чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ, технологипе экономика факультечĕ, истори, управлени тата право факультечĕ, физкультура факультечĕ) йĕркелесе пырать. Университетра 3 ăслăлăх шкулĕ тата 16 ăслăлăхпа педагогика шкулĕ ĕçлет. Аслă шкулăмăрăн 6 вĕренÿ корпусĕ, 3 общежити, «Ĕмĕт / Мечта» санатори-профилактори, бассейн, агробиологи станцийĕ,  5 музей, пуян ăслăлăх вулавăшĕ. Юлашки çулсенче университетра хушма пĕлÿ илесси аталанса кайрĕ. Хальхи вăхăтра аслă шкулта хушма пĕлÿ илессипе çыхăннă пилĕк программа ĕçлет.

Вĕрентекенсем Раççейĕн, çывăх тата инçет чикĕ леш енчи çĕршывсен  тĕп ăслăлăх центрĕсемпе тата вĕренÿ организацийĕсемпе çирĕп çыхăну тытаççĕ.

Университетăмăрта хальхи вăхăтра физикăпа математика ăслăлăхĕсен доктор тата кандидат диссертацине хÿтĕлеме май паракан икĕ совет ĕçлет. Аслă шкул ача-пăча Академийĕ, чăваш чĕлхин Академийĕ, элитарлă филологи вĕрентĕвĕн Центрĕ, визуаллă антропологи Центрĕ, ăслăлăхпа вĕрентÿ производство центрĕ, педагогика кадрĕсен ирĕклĕ сертификацийĕн Центрĕ тата ыттисем те пуррипе палăрса тăрать.

Бакалаврсене хатĕрлес ĕçре сапăрлăх ыйтăвĕсене туллин пурнăçласси пысăк вырăн йышăнать. Студентсене сапăрлăх енчен аталанма пулăшасси аслă шкулăмăрăн ученăйĕсем хатĕрленĕ Концепципе тата программăпа килĕшÿллĕ пулса пырать.

Университетра пысăк пĕлÿллĕ специалистсем хатĕрленине çулсерен вĕренсе пĕтерекенсенчен 20 ытла проценчĕ алла хĕрлĕ диплом илме тивĕçлĕ пулни, 90 процент ытла çамрăк специалист ĕç вырăнĕ тупма пултарни тата вĕсенчен ытларахăшĕ вĕрентÿ ĕçне кăмăллани  те аван çирĕплетсе парать.

Факультетсемпе кафедрăсене ăслăлăх степенĕллĕ тата ăслăлăх ячĕллĕ вĕрентекенсем ертсе пыраççĕ.

 

Университет сайчĕ: http://www.chgpu.edu.ru.

Адрес: 428000, Чăваш Республики, Шупашкар хули, К. Маркс урамĕ, 38-мĕш çурт.

 

 

 

 

 

 

 

 

РОССИЙСКОЕ ОБРАЗОВАНИЕ ФЕДЕРАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ  ОБЩЕРОССИЙСКИЙ ПРОФСОЮЗ ОБРАЗОВАНИЯ  Министерство образования и науки Российской Федерации  Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики