Чувашский государственный педагогический
университет им. И. Я. Яковлева

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ
Контактная информация:
тел. (8352) 22-21-47
г. Чебоксары, ул. К. Маркса, 38
Войти Регистрация
Закрыть
Логин:
Пароль: (Забыли?)
Войти через OpenID
Новости

Сведения об образовательной организации

Доступная среда: Условия для обучения инвалидов и лиц с ограниченными возможностями здоровья Факультеты Общеуниверситетские кафедры История ЧГПУ

Довузовская подготовка

Образовательная деятельность

Центр дополнительного образования

Наука и инновации

Научная библиотека

Воспитательная деятельность

Отчеты Центр «ИПСО» Центр добровольной сертификации педагогических кадров

Профсоюзная организация работников

Профсоюзная организация обучающихся Охрана труда Санаторий-профилакторий «Мечта» Cтоловая «Сарпике» Агробиологическая станция Контакты/Телефонный справочник Реквизиты ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Брендбук ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Архив баннеров Часто задаваемые вопросы Анкета обратной связи
Министерство просвещения Российской Федерации

Российский союз ректоров

Российский союз проректоров

Совет проректоров

УПОЛНОМОЧЕННЫЙ ПО ПРАВАМ СТУДЕНТОВ

Партнеры ЧГПУ





Портал государственных услуг Российской Федерации

Комплексная безопасноть
» Календарь
«    Октябрь 2021    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
» Архивы
Октябрь 2021 (123)
Сентябрь 2021 (203)
Август 2021 (134)
Июль 2021 (90)
Июнь 2021 (154)
Май 2021 (133)
» Контакты
Главный корпус ЧГПУ

Адрес: 428000, Чувашская Республика, г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38
Карта проезда

Телефон приемной ректора:
(8352) 22-21-47
E-mail: rektorat@chgpu.edu.ru
Отдел по связям
с общественностью


Адрес: г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38 (каб. 103)
Карта проезда

Тел.: (8352) 22-28-85
E-mail: chgpu21@mail.ru
Отправить сообщение

Главная страница » Новости » Ячĕ манăçми, чапĕ иксĕлми (М.И. Скворцов профессора асăнса)
Ячĕ манăçми, чапĕ иксĕлми (М.И. Скворцов профессора асăнса)
Дата: 28 февраля 2018, 10:17 | Категория: Новости
Ячĕ манăçми, чапĕ иксĕлми (М.И. Скворцов профессора асăнса)Кăçалхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи, лексикограф Михаил Иванович Скворцов профессор пурăннă пулсан 85 çул тултаратчĕ. Хăй ĕмĕрĕнче нумай сумлă ĕç тума ĕлкĕрчĕ вăл, тата чылайăшне, шел, ĕлкĕреймерĕ. Хисеплĕ учĕнăй пуçарнă ĕçе çĕнĕ ăру малалла тăсать. М.И. Скворцовăн ал çыру шайĕнче юлнă еткерлĕхĕ те çухалмалла мар: кăçал акă Чăваш кĕнеке издательствинче унăн çĕнĕ «Чăвашла-вырăсла словарьне» икĕ томпа кăларма палăртнă. Пĕтĕм тĕнчипех тăван чĕлхе кунне паллă тунă май вара нарăсăн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Михаил Ивановича халалласа фотокурав уçалчĕ. Ăна хатĕрлекенсем – çак институтăн ăслăлах секретарĕ Леонид Петров тата республикăри ятлă фотожурналистсем Илья Клочковпа Анатолий Абрамов. Алла яхăн сăн ÿкерчĕк словарь ăстин кун-çулне пĕтĕмĕшле тенĕ пекех йĕрлесе тухма май парать. Студент çулĕсем, хаçатра ĕçленĕ тапхăр, Чăваш патшалăх университетĕнче тата вĕренÿ институтĕнче ĕçленĕ вăхăтсем. Кунтах ашшĕ-амăшĕн портречĕсем, Михаил Скворцов Египетра (Каир хулинче), стажировкăра пулнă чух араб тумĕ тăхăнса тунă сăн ÿкерчĕк, профессор ĕçтешĕсем… Курав ÿçăлнă ятпа зала пухăннă Михаил Иванович тăванĕсем, ăслăлăх ĕçченĕсем, вĕрентекенсем, журналистсем хисеплĕ ученăй, унăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай ыррине каларĕç.
Анисимов Геннадий Александрович, педагогика наукисен докторĕ, профессор:
- Чăваш ăсчахĕсем пурте Ашмарин словарĕн хÿттинчен тухса хăйсене палартнă. Вĕсенчен Ашмарина чи çывăххи – Михаил Иванович Скворцов. Словарь тăвакан вăл пурăннă чухнех хăйне палăк лартакан çын.
Хăй вăхăтĕнче Михаил Иванович пирĕн педагогика институчĕн вырăс чĕлхи кафедрин деканĕ пулса ĕçленĕ. Пултаруллă доцент ун чухнех «Русский язык за рубежом» журналта словарь тăвас ĕç çинчен чаплă статья пичетленĕччĕ. Кайран çак ĕçе вăл пĕтĕм пурнăçне халалларĕ. Çав тери анлă пĕлÿллĕ çынччĕ. Еткерĕ Скворцовăн питĕ пуян, мухтавĕ иксĕлми.
Тарасов Юрий Алексеевич, Канаш ентешлĕхĕн ертÿçи:
– Канаш тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсем питĕ йышлă: артистсем те пур вĕсем хушшинче, çыравçăсем те, учĕнăйсем те…. Вĕсем хушшинче Михаил Скворцов çавсенчен пĕри, ун ячĕ сумлă вырăнта. Халĕ Интернет ĕмĕрĕнче пурăнакан çамрăксем мĕн те пулин пĕлмен чухне: «Яндексран ыйт», «Гуглтан ыйт», – теççĕ. Эпир вĕреннĕ чух вара чăнласа та шÿтлесе: «Скворцовран ыйт», – теттĕмĕр. Энциклопедиллĕ пĕлÿччĕ унăн
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, филологи наукисен кандидачĕ:
– Чăвашсене çутта кăларакан тесен эпир чи малтан Иван Яковлева аса илетпĕр. Тĕрĕс, анчах та çутта кăларакансем пирĕн пĕрре мар – Золотницкий те пур, Никольский те, ыттисем те. Вĕсен шутĕнче Михаил Иванович Скворцов та. Çутта кăларакнĕ темелле-и ăна, халăха çутлăхра тытаканĕ-ши… Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вăл «таса» наукăна вăхатлаха пăрахса чăваш шкулĕ валли программăсем, вĕренÿ пособийĕсем, словарьсем хатĕрлес ĕçе пуçăнчĕ, тăрăшрĕ.
Чăваш лексикографийĕнче тăватă тапхăр уйăрма пулать: пĕрремĕшĕ – Н.В. Никольский тапхăрĕ, ун хыççăнхи Н.И. Ашмарин ячĕпе çыхăннă, кайран – В.Г. Егоров вăхăчĕ. Вĕсен ĕçне малалла тăсаканĕ, паллах, 20 ытла словарь авторĕ М.И. Скворцов. Чылайăшĕ темиçе кăларăмра çапăнса тухнă, вĕсем малашне те тухса тăрĕç. Ал çыру хальлĕн юлнисене вулакан патне çитересси – пирĕн тивĕç. Кунта чăвашла-вырăсла словаре, медицина терминĕсен словарьне тата виçĕ чĕлхеллĕ чăвашла-вырăсла-тутарла словаре асăнмалла.
«Словарь ĕçĕ – наукăпа искусство хушшинче», – тетчĕ пурăннă чух Михаил Иванович. Ку, чăнах та, çапла пулĕ: формалист-учёнăй пулнипе çеç çавăн пек словарьсем тăваймăн – ÿнерçĕ чунĕ те пулмалла. Чĕрĕ чĕлхе туйăмĕ унра питĕ вăйлăччĕ. Хаçатра, радиора ĕçлени те ăна пулăшнă ахăр. Скворцов çырнă словарьсене тĕнчене кăтартма намăс мар!
Алевтина Васильевна Скворцова та пуçтарăннисене хăйĕн мăшăрĕн ырми-канми ĕç-хĕлĕ çинчен нумай интересли каласа пачĕ. Иккĕш пĕрле вĕсем çур ĕмĕр ытла пурăннă, маттур хĕр ÿстернĕ. Вĕсен виçĕ мăнук. Алевтина Васильевна, хăй те ĕмĕр тăршшĕпех пединститутра преподавательте ĕçленĕскер, наукăна чунĕпе парăннă мăшарне яланах анланма тăрашнă, унăн пĕрремĕш пулăшуçи пулнă.
Юлашкинчен фотокурав уçнă çĕре пухăннисем пĕр саслăн пулса Шупашкар хула канашĕн депутачĕсем патне хулан пĕр урамне Михаил Скворцов ятне пама ыйтса уçă çырупа тухма сĕнчĕç. Çавăнпа пĕрлех чаплă учĕнăй пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарас шухăша та ырларĕç.

Олег КУЛЬЕВ
РОССИЙСКОЕ ОБРАЗОВАНИЕ ФЕДЕРАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ  ОБЩЕРОССИЙСКИЙ ПРОФСОЮЗ ОБРАЗОВАНИЯ  Министерство науки и высшего образования Российской Федерации  Министерство просвещения Российской Федерации  Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики