Чувашский государственный педагогический
университет им. И. Я. Яковлева

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ
Контактная информация:
тел. (8352) 22-21-47
г. Чебоксары, ул. К. Маркса, 38
Войти Регистрация
Закрыть
Логин:
Пароль: (Забыли?)
Войти через OpenID
Новости

Сведения об образовательной организации

Условия для обучения инвалидов и лиц с ограниченными возможностями здоровья Факультеты Общеуниверситетские кафедры История ЧГПУ

Довузовская подготовка

Образовательная деятельность

Центр дополнительного образования

Наука и инновации

Научная библиотека

Воспитательная деятельность

Отчеты Центр «ИПСО» Центр добровольной сертификации педагогических кадров Локальный центр тестирования иностранных граждан

Профсоюзная организация работников

Профсоюзная организация обучающихся Охрана труда Санаторий-профилакторий «Мечта» Cтоловая «Сарпике» Агробиологическая станция Телефонный справочник Контакты Архив баннеров
Педагогическое собрание

Российский союз ректоров

Российский союз проректоров

Совет проректоров

УПОЛНОМОЧЕННЫЙ ПО ПРАВАМ СТУДЕНТОВ

Партнеры ЧГПУ



Портал государственных услуг Российской Федерации

Комплексная безопасноть
» Календарь
«    Ноябрь 2017    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
» Архивы
Ноябрь 2017 (88)
Октябрь 2017 (147)
Сентябрь 2017 (130)
Август 2017 (57)
Июль 2017 (31)
Июнь 2017 (109)
» Контакты
Главный корпус ЧГПУ

Адрес: 428000, Чувашская Республика, г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38
Карта проезда

Телефон приемной ректора:
(8352) 62-03-12
E-mail: rektorat@chgpu.edu.ru
Отдел по связям
с общественностью


Адрес: г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38 (каб. 103)
Карта проезда

Тел.: (8352) 22-67-91
E-mail: chgpu21@mail.ru
Отправить сообщение
Главная страница » Новости » Анжелика Никифорова «Чăваш пики-2017» ята тивĕçрĕ
Анжелика Никифорова «Чăваш пики-2017» ята тивĕçрĕ
Дата: 21 апреля 2017, 10:21 | Категория: Новости
Анжелика Никифорова  «Чăваш пики-2017» ята тивĕçрĕАка уйăхĕн 20-мĕшĕнче И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕ чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Ираида Геннадиевна Яковлева тăрăшнипе «Чăваш пики – 2017» конкурс ирттерчĕ. Ăмăрту пултаруллă çамрăксене пулăшас, чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе Чăваш чĕлхи кунне халалласа иртрĕ. Уява И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕн тивĕçне пурнăçлаканĕн, Владимир Николаевич Иванов профессорăн, сăмахĕ илем кÿчĕ. Вăл уява хутшăнакансене саламласа ăнăçу сунчĕ, конкурс чăвашлăха аталантарас ĕçре пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Историпе филологи факультечĕн деканĕн Анна Анатольевна Скворцован ăшă сăмахĕсем те чăваш хĕрĕсене хавхалантарчĕç. Жюри членĕсен ячĕпе Чăваш наци конгресĕн хастарĕ Геронтий Лукиянович Никифоров та сăмах илчĕ. Вăл университет ректорачĕн тăван халăх аталанăвĕнчи тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ, çывăх вăхăтра чăваш тата вырăс филологийĕсен факультетне ĕçлеттерсе яма майсем туса панăшăн тав турĕ, чăвашсен пархатарлă йăли-йĕркине малалла та ăнăçлăн тăсма пиллерĕ, пикесене вара уява хутшăнма кăмăл тунăшăн ырларĕ, ăнăçу сунчĕ.
Конкурса хутшăнма И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи тĕрлĕ факультетра вĕренекен чăваш хĕрĕсем кăмăл турĕç. Пикесене сумлă жюри членĕсем пур енлĕн пахаларĕç. Вăл йышра Геронтий Лукиянович Никифоров, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ, "Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ, Владимир Аркадьевич Милютин – балетмейстер-вĕрентÿçĕ, режиссер-постановщик, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăваш халăх академийĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ, чăваш халăх хореографин тĕпчевçи, Чăваш халăх академикĕ, Светлана Васильевна Асамат – Чăваш наци музейĕн ăслăлăх ĕçченĕ, Раççейри писательсен союзĕн тата журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин ÿнерсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, поэт-прозаик, композитор-юрăçă, Иван Иванович Иванов – К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, Светлана Валерьевна Трофимова – Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспиранчĕ.
Хакланă чухне пултарулăха, чăвашлăх туйăмĕ пуррипе çуккине тĕпе хучĕç, сцена культури, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни, сăпайлăх, илемлĕх, тавра курăм – чăваш хĕрĕн чи паха енĕсене туллин кăтартма пĕлнине шута илчĕç.
Хĕрÿ тупăшура «Чăваш пики - 2017» ята управлени факультечĕн студентки Анжелика Никифорова тивĕçрĕ, «Вице-Чăваш пики – 2017» шкул çулне çитменнисен тата коррекци педагогикипе психологи факультечĕн студентки Таисия Фомина пулчĕ. Жюри членĕсем чи ăслă (психологипе педагогика факультечĕн студентки Ксения Смаева), чи сăпайлă (историпе филологи факультечĕн студентки Анна Гурьева), чи пултаруллă (шкул çулне çитменнисен тата коррекци педагогикипе психологи факультечĕн Ольга Елизарова), чи илĕртÿллĕ (технологипе экономика факультечĕн студентки Диана Кузнецова), чи çепĕç (ÿнерпе музыка вĕрентĕвĕн факультечĕн студентки Виктория Герасимова), чи хÿхĕм (ют чĕлхесен факультечĕн студентки Анжела Тенишева), чи хастар (физикăпа математика факультечĕн студентки Елена Жураева), чи ăста (ÿнерпе музыка вĕрентĕвĕн факультечĕн студентки Анастасия Волкова) пикесене те палăртрĕç. Акт залĕнче пухăннă çынсем вара куракансем кăмăлланă пикене суйларĕç: ку ята историпе филологи факультечĕн студентки Анна Гурьева тивĕçрĕ.
Конкурса хутшăннă пур пикене те телей, юрату, çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунатпăр. Пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Фото А. Исаева
РОССИЙСКОЕ ОБРАЗОВАНИЕ ФЕДЕРАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ  ОБЩЕРОССИЙСКИЙ ПРОФСОЮЗ ОБРАЗОВАНИЯ  Министерство образования и науки Российской Федерации  Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики