Чувашский государственный педагогический
университет им. И. Я. Яковлева

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ
Контактная информация:
тел. (8352) 22-21-47
г. Чебоксары, ул. К. Маркса, 38
Войти Регистрация
Закрыть
Логин:
Пароль: (Забыли?)
Войти через OpenID
Новости

Сведения об образовательной организации

Доступная среда: Условия для обучения инвалидов и лиц с ограниченными возможностями здоровья Факультеты Общеуниверситетские кафедры История ЧГПУ

Довузовская подготовка

Образовательная деятельность

Центр дополнительного образования

Наука и инновации

Научная библиотека

Воспитательная деятельность

Отчеты Центр «ИПСО» Центр добровольной сертификации педагогических кадров

Профсоюзная организация работников

Профсоюзная организация обучающихся Охрана труда Санаторий-профилакторий «Мечта» Cтоловая «Сарпике» Агробиологическая станция Контакты/Телефонный справочник Реквизиты ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Брендбук ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Архив баннеров
Министерство просвещения Российской Федерации

Российский союз ректоров

Российский союз проректоров

Совет проректоров

УПОЛНОМОЧЕННЫЙ ПО ПРАВАМ СТУДЕНТОВ

Партнеры ЧГПУ





Портал государственных услуг Российской Федерации

Комплексная безопасноть
» Календарь
«    Июнь 2020    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
» Архивы
Июнь 2020 (18)
Май 2020 (108)
Апрель 2020 (144)
Март 2020 (81)
Февраль 2020 (128)
Январь 2020 (91)
» Контакты
Главный корпус ЧГПУ

Адрес: 428000, Чувашская Республика, г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38
Карта проезда

Телефон приемной ректора:
(8352) 22-21-47
E-mail: rektorat@chgpu.edu.ru
Отдел по связям
с общественностью


Адрес: г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38 (каб. 103)
Карта проезда

Тел.: (8352) 22-28-85
E-mail: chgpu21@mail.ru
Отправить сообщение

Главная страница » Новости » «Чăваш пики – 2016»
«Чăваш пики – 2016»
Дата: 26 апреля 2016, 15:00 | Категория: Новости
«Чăваш пики – 2016»Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕ «Чăваш пики – 2016» конкурс ирттерчĕ. Ăмăрту пултаруллă çамрăксене пулăшас, чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе Чăваш чĕлхи кунне халалласа иртрĕ. Конкурса хутшăнма И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи тĕрлĕ факультетра вĕренекен чăваш хĕрĕсем кăмăл турĕç. Пикесене сумлă жюри членĕсем пур енлĕн пахаларĕç. Вăл йышра Чăваш наци конгресĕн ĕçтешĕ Геронтий Никифоров, «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ Василий Кервен, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ Виталий Сергеев, историпе филологи факультечĕн декан çумĕ Надежда Степанова, чăваш чĕлхипе литератури кафедрин аспиранчĕ Светлана Николаева пулчĕç. Хакланă чухне пултарулăха, чăвашлăх туйăмĕ пуррипе çуккине тĕпе хучĕç, сцена культури, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни, сăпайлăх, илемлĕх, тавра курăм – чăваш хĕрĕн чи паха енĕсене туллин кăтартма пĕлнине шута илчĕç.
Хĕрÿ тупăшура «Чăваш пики - 2016» ята технологипе экономика факультечĕн студентки Ксения Шибаева тивĕçрĕ, «Вице-Чăваш пики - 2016» физикăпа математика факультечĕн студентки Ирина Петрова пулчĕ. Жюри членĕсем чи ăслă (психологипе педагогика факультечĕн студентки Анна Кириллова), чи пултаруллă (ют чĕлхесен факультечĕн студентки Татьяна Ермакова), чи илĕртÿллĕ (историпе филологи факультечĕн студентки Анастасия Уткина), чи çепĕç (историпе филологи факультечĕн студентки Ирина Петрова), чи хÿхĕм (психологипе педагогика факультечĕн студентки Анна Краснова), чи сăпайлă (çут çанталăк вĕрентĕвĕн факультечĕн студентки Лиана Хадарова) пикесене те палăртрĕç. Акт залĕнче пухăннă çынсем вара тăвăллăн алă çупса куракансем кăмăлланă пикене суйларĕç: ку ята историпе филологи факультечĕн студентки Анастасия Уткина тивĕçрĕ.
Конкурса хутшăннă пур пикене те телей, юрату, çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунатпăр. Пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
РОССИЙСКОЕ ОБРАЗОВАНИЕ ФЕДЕРАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ  ОБЩЕРОССИЙСКИЙ ПРОФСОЮЗ ОБРАЗОВАНИЯ  Министерство науки и высшего образования Российской Федерации  Министерство просвещения Российской Федерации  Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики