Чувашский государственный педагогический
университет им. И. Я. Яковлева

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ
Контактная информация:
тел. (8352) 62-03-12
г. Чебоксары, ул. К. Маркса, 38
Войти Регистрация
Закрыть
Логин:
Пароль: (Забыли?)
Войти через OpenID
Новости

Сведения об образовательной организации

Условия для обучения инвалидов и лиц с ограниченными возможностями здоровья Факультеты Общеуниверситетские кафедры История ЧГПУ

Довузовская подготовка

Образовательная деятельность

Центр дополнительного образования

Наука и инновации

Научная библиотека

Воспитательная деятельность

Отчеты Центр «ИПСО» Центр добровольной сертификации педагогических кадров Локальный центр тестирования иностранных граждан

Профсоюзная организация работников

Профсоюзная организация обучающихся Охрана труда Санаторий-профилакторий «Мечта» Cтоловая «Сарпике» Агробиологическая станция Телефонный справочник Контакты Архив баннеров
Педагогическое собрание

Российский союз ректоров

Российский союз проректоров

Совет проректоров

УПОЛНОМОЧЕННЫЙ ПО ПРАВАМ СТУДЕНТОВ

Партнеры ЧГПУ



Портал государственных услуг Российской Федерации

Комплексная безопасноть
» Календарь
«    Сентябрь 2017    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
» Архивы
Сентябрь 2017 (98)
Август 2017 (57)
Июль 2017 (31)
Июнь 2017 (108)
Май 2017 (143)
Апрель 2017 (167)
» Контакты
Главный корпус ЧГПУ

Адрес: 428000, Чувашская Республика, г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38
Карта проезда

Телефон приемной ректора:
(8352) 62-03-12
E-mail: rektorat@chgpu.edu.ru
Отдел по связям
с общественностью


Адрес: г. Чебоксары,
ул. К. Маркса, 38 (каб. 103)
Карта проезда

Тел.: (8352) 22-67-91
E-mail: chgpu21@mail.ru
Отправить сообщение
Главная страница » Новости » «Патăрьел районĕн Хисеплĕ çынни»
«Патăрьел районĕн Хисеплĕ çынни»
Дата: 29 июня 2015, 11:05 | Категория: Новости
«Патăрьел районĕн Хисеплĕ çынни»Авалхи сумлă философ Аристотель этем пурнăçĕн пĕлтерĕшĕ çинчен шухăшланă май çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пырса тухнă: «çын ĕмĕрĕ вăл − ыттисемшĕн тăрăшасси тата вĕсене ырă тăвасси». Пирĕн хисеплĕ те юратнă ĕçтешĕмĕр, Александр Иванович Мефодьев, хăйĕн кун-çулне шăпах çак ĕмĕт-тĕллеве халалласа йĕркелеме пултарнă. Вăл кашни çĕнĕ кун парнелекен пархатар хаклăхне хăйĕн ĕçĕсемпе кулленех ÿстерсе пырать. Александр Иванович пурнăçлакан ĕçсем тĕрлĕ енлĕ, вĕсен хисепĕ çав тери пысăк. Патăрьел тăрăхĕн мухтавлă ывăлĕ – пысăк ăс-хакăллă та сапăр педагог-ăсчах, литература тĕпчевçи, çивĕч те вичкĕн куçлă журналист, музăсен кăмăлне çавăрма пултарнă поэт, ăста куçаруçă, вашават та пуçаруллă краевед, хастар йĕркелÿçĕ. Унăн тĕрлĕ жанрлă статйисем, тĕпчевĕсем, илемлĕ хайлавĕсем, вăл кăларма хутшăннă ытти кĕнекесем тăван çĕр сумне çĕклекен, пулăхлатакан паха çăлкуç пулса тăраççĕ. Тĕслĕх вырăнне хăшĕ-пĕрисене çеç асăнар: «Алексей Талвир пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен», «Тĕнче пуриншĕн те пĕрре», «Чувашская детская литература: истоки, возникновение формирование», «Чăваш ача-пăча литератури: 20-30-мĕш çулсем», «Чăваш ача-пăча литератури: 40-50-мĕш çулсем», «Чăваш ача-пăча литератури: 60-80-мĕш çулсем», «Патăрьел энциклопедийĕ», «Юхать Пăла» т. ыт. те.
Александр Иванович Мефодьев – тĕплĕ те тирпейлĕ, шанчăка тÿрре кăларакан, яваплăха туйса таса чунпа тăван ен чечеклентĕр тесе ырми-канми тăрăшакан чăваш. Ырă туни каялла çын патне ырăпах таврăнать. Нумаях пулмасть А. И. Мефодьев «Патăрьел районĕн Хисеплĕ çынни» текен чаплă ята тивĕçрĕ. Пире, унпа пĕрле вăй хуракансене, çак хыпар савăнтарчĕ, хăпартлантарса ячĕ. Эпир Александр Ивановича ăшă кăмăлпа хĕрÿллĕн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, талпăнулăх, ăнăçу сунатпăр! Хисеплĕ çыннăмăрпа мухтаннине пĕлтеретпĕр!
РОССИЙСКОЕ ОБРАЗОВАНИЕ ФЕДЕРАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ  ОБЩЕРОССИЙСКИЙ ПРОФСОЮЗ ОБРАЗОВАНИЯ  Министерство образования и науки Российской Федерации  Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики